Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун

 

2239Лаша йӗвен шырамасть.Ут — Лаша
2240Лаша йӗвенне алран алла тыттараҫҫӗ.Ут — Лаша
2241Лаша йӗпене сӑмсипе туртать теҫҫӗ.Ут — Лаша
2242Лаша йӗрне лаша пусать, этем йӗрне этем пусать.Ут — Лаша
2243Лаша кӗлерсен кӗлӗ вӑлама вӑхӑт ҫук.Ут — Лаша
2244Лаша кӳлес чух пӗкӗ авмаҫҫӗ.Ут — Лаша
2245Лаша кӳлсе тӑвара пӗлмест, ҫапах хӗр суйлать.Ут — Лаша
2246Лаша лавра палӑрать, этем ӗҫре палӑрать.Ут — Лаша
2247Лаша лайӑх — ҫул кӗске, ачи лайӑх — ҫӗр кӗске.Ут — Лаша
2248Лаша лайӑххи хуҫаран килет.Ут — Лаша
2249Лаша лашана кӗҫеннинчен пӗлет тет, йытӑ йытта вӗрнинчен.Ут — Лаша
2250Лаша лашана кӗҫеннинчен пӗлет, йытӑ йытта шӑршласа, пуян пуяна мулӗнчен.Ут — Лаша
2251Лаша пасарӗнче — чикан, виле масарӗнче — ҫӑхан.Ут — Лаша
2253Лаша пурри лашапа, ямшӑк пурри ямшӑкпа.Ут — Лаша
2252Лаша пуҫ сутнӑ.Ут — Лаша
2256Лаша ҫине ҫилленсе урапине ма ватас.Ут — Лаша
2257Лаша ҫинчен ӳксе курмасӑр юланутҫӑ пулаймӑн.Ут — Лаша
2255Лаша ҫукки — пурнӑҫ ҫукки.Ут — Лаша
2258Лаша ҫумӑра тулхӑрать.Ут — Лаша
2259Лаша ҫунатлӑ тет.Ут — Лаша
2254Лаша ҫын ури ҫине пуссан: «Асӑрхаймарӑм», ӗни: «Хытӑрах пусаймарӑм», — тесе калать тет.Ут — Лаша
2260Лаша ҫынна таптамасть теҫҫӗ.Ут — Лаша
2263Лаша та хуйхӑрма пӗлет теҫҫӗ.Ут — Лаша
2261Лаша тапас ҫук тесе ан кала, йытӑ ҫыртас ҫук тесе ан кала.Ут — Лаша
2262Лаша таптанӑ чух минтер хурса, ӗне чул хурса таптать.Ут — Лаша
2264Лаша тӑват ураллӑ пулсан та такӑнать.Ут — Лаша
2265Лаша тытайман ҫын арӑмне те тытайман.Ут — Лаша
2266Лаша ури саккӑр мар, саккӑрӑн ларма кирлӗ мар.Ут — Лаша
2267Лаша утланакана утланичченех паллать тет.Ут — Лаша
2269Лаша хатӗрӗ юсав пултӑр теҫҫӗ.Ут — Лаша
2270Лаша хӑйне хӑй тӑрантать.Ут — Лаша
2271Лаша хӳрине шыв урлӑ каҫарнӑ.Ут — Лаша
2272Лаша хыҫҫӑн сӗлӗ ҫӳремест.Ут — Лаша
2273Лаша чӗлхи лаша ҫаврать.Ут — Лаша
2274Лаша юртать — ҫул юлать, ӗмӗр иртет — кун юлать.Ут — Лаша
2275Лашаллӑ ҫын нушана та парӑнмасть.Ут — Лаша
2276Лашан ури те тӑваттӑ, пурпӗрех такӑнать.Ут — Лаша
2211Лашан хыҫне ан тӑр, пуянӑн умне ан тӑр.Ут — Лаша
2278Лашана апат тӑвать.Ут — Лаша
2290Лашана вӑрласа кайсан нӑхтине урама кӑларса ывӑт.Ут — Лаша
2279Лашана кашӑкпа шӑвармаҫҫӗ.Ут — Лаша
2280Лашана патак мар, сӗлӗ чуптарать.Ут — Лаша
2281Лашана хӑйӗн ури вӑрлать.Ут — Лаша
2282Лашана хӗрхенсен ҫуранах утас пулать.Ут — Лаша
2283Лашана чӑпӑрккапа ан ҫап, сӗлӗпе ҫап.Ут — Лаша
2284Лашана шӑхӑрса шӑвараҫҫӗ.Ут — Лаша
2285Лашана ыр тусан лаша та хур тумасть.Ут — Лаша
2286Лашана ыраш улӑм ҫитерсен ыраш улӑм тиеме кайма анчах.Ут — Лаша
2287Лашапа кашкӑра парласа кӳлмеҫҫӗ.Ут — Лаша
2288Лашара та пур лайӑххи, утра та пур усалли.Ут — Лаша